Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Проект: Чӑваш Ен фотогалерейи


Проект ҫинчен кӗскен: Чӑваш Ене сӑнӳкерчӗксем ҫинче кӗтартасси

Тӗллев: Чӑваш Ене сайт хӑнисене кӑтартасси.

Ертсе пыраканӗ: Николай Плотников

Проектӑн сайчӗ: gallery.chuvash.org

Проектӑн тӑрӑмӗ: вӗҫленнӗ. Доменра хальхи вӑхӑтра сӑнсен пуххине йӗркеленӗ.

Информаци

Проекта хутшӑнма пурте пултараҫҫӗ. Эсир унта хӑвсамӑр сӑнӳкерчӗксене кӗртме, кӑтартма, вӗсемпе паллаштарма пултаратӑр. Сӑнӳкерчӗксене хуть те мӗн чухлӗ кӗртме юрать, анчах та сӑнӳкерчӗксен калӑпӑшӗ 640х480-ран кая мар пулмалла.

Тӗпрен илсен сирӗн сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Ен, чӑвашсем темипе ҫыхӑнуллӑ пулмалла. Ытти тӑрӑхсенче ӳкернӗ сӑнӳкерчӗсене те кӗртме юрать, анчах та вӗсем чӑвашсемпе ҫыхӑнуллӑ уплмалла (тӗслӗхрен, Чӑваш Енрен аякра вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсем).

Хӑвсамӑр ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене кӑна кӗртӗр, урахла пулсан эпир вӗсене фотогалерейӑран кӑларса пӑрахма та пултаратпӑр.

Сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтармалли йӗркесем

Сӑнӳкерчӗке проектра вырнаҫтарас умӗн сирӗн ҫак йӗркемепе паллашмалла:

Ячӗ — Файл ячӗ.

Хушма ячӗ — Сӑнӳкерчӗкӗн чӑвашла тата вырӑсла (скобкӑсенче) кӗске ячӗ.

Палӑрту сӑмахӗсем — кунта палӑрту сӑмахӗсене паркӑч (запятой) урлӑ кӗртмелле. Енчен те унта сӑнӳкерчӗке ӑнлантарса панӑ сӑмахсем кӗртнӗ пулсан — вӗсене кӑларса пӑрахӗҫ, е кирлӗ пек йӗркелӗҫ.

Ӑнлантару — Малтан, пӗрремеш йӗркинче, чӑвашла ӑнлантарса памалла, тепӗр йӗркинче вара — вырӑсла.

Ҫавӑн пек проектсем

Фото Чебоксар (Унта эсир Шупашкар сӑнӳкерчӗкӗсем пуҫсӑр тата Чӑваш Енӗн ытти вырӑнӗсене тупма пултаратӑр.)

Пирӗн пӗрлӗхӗн ытти проекчӗсем

Пирӗн пӗрлӗх ҫак проектсене ертсе пырать:


 
Категорисем: Пӗрлӗх проекчӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми